Урал сасси
+10 °С
Ясно
Ĕç çынни
12 Мая 2023, 13:10

Владимир Путин Пушкăртстанра пурăнакансене чысланă

Раççей президенчĕ çак кунсенче ĕç çыннисене черетлĕ патшалăх наградисем парасси çинчен калакан указа алă пуснă. Документа право информацин официаллă порталĕнче пичетлесе кăларнă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Владимир Путин Пушкăртстанра пурăнакансене чысланăВладимир Путин Пушкăртстанра пурăнакансене чысланă
Владимир Путин Пушкăртстанра пурăнакансене чысланă

Чыслав списокне лекнисен шутĕнче пирĕн республика çыннисем те пур. «Ашшĕ-амашĕн мухтавĕ» ордена икĕ çемье мăшăрĕ илме тивĕçнĕ. Вĕсем – Маринăпа Йалчын Аккойунсем тата Андрейпа Анастасия Целыхсем.

Çав указпах Пушкăрт патшалăх пуканесен театрĕн Ольга Шарафутдинова пукане ăсти артисткине «Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ» ята панă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов