Урал сасси
+16 °С
Облачно
Ĕç çынни
6 Августа , 12:30

Мăшăрĕпе пыл бизнесне уçнă

Пушкăртстанра пурăнакан хĕрарăм мăшăрĕпе пыл бизнесне пуçарса янă.

Мăшăрĕпе пыл бизнесне уçнăМăшăрĕпе пыл бизнесне уçнă
Мăшăрĕпе пыл бизнесне уçнă

Ача сачĕн директорĕ пулса ĕçленĕ Инна Мухамедзянова ĕç вырăнне улăштарма шутланă,  çĕнĕ ĕçе мăшăрĕн Давлекановăри утарĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Кун пирки Радий Хабиров бизнес пирки каласа паракан ушкăнра пĕлтернĕ.

Ятарлă савăтсене вырнаçтарнă пыла çемье тĕрлĕ регионсене ăсатать. Мухамедзяновсем тăван Давлекан районĕнче тăватă магазин уçнă, унта чечек тусанĕ (пыльца), перга, прополис тата ытти продуктсем сутаççĕ. Çавăн пекех вĕсем хурт-хăмăр продукчĕсенчен тăракан парне пуххисене хатĕрлеççĕ. Унсăр пуçне лавккисенче вырăнти ал ĕç ăстисене хăйсен япалисене сутма та ирĕк панă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас