Пур хыпар та
28 Июлӗн 2021, 12:23

Эрехĕрринче шыв пăрăхĕсене улăштарĕç

2021 çулта вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан (ППМИ)программăсене пурнăçа кĕртме республика бюджетĕнчен иртнĕ çулхи пекех 400 млн тенкĕ уйăрнă.

Кăçал конкурса пурĕ 1085 заявка тăратнă, 1022-шне йышăннă. Çав шутран 589 проект ( пурĕ 589,5 млн тенкĕлĕх) çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ. Ял çыннисен 355,3 млн тенкĕлĕх 356 проекта пурнăçа кĕртĕç. Хула округĕсенче çĕнтерÿçĕсен шутĕнче 183 проект (234,2 млн тенкĕлĕх) кĕнĕ. Çав шутрах конкурса хула окрургĕсен условийĕсем тăрăх хутшăнма кăмăл тунă хула тата ял хутлăхĕсенчен тăратнă 12 проект (28,8 млн тенкĕлĕх) та пур. Ермеккей районĕнче ултă ял хутлăхĕ конкурс çĕнтерÿçисем пулса тăнă. Чи хаклă проект - Эрехĕрри ял хутлăхĕнчи Эрехĕрри ялĕнчи шыв пăрăхне тĕпрен юсасси - 1 млн та 110 пин те 640 тенке ларнă.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас