Çак лайăх кăтартусене çулсем çинче фото тата видео ÿкерекен камерăсем вырнаçтарнине тата вĕсене пула çул-йĕр правилисене пăснине шута илнине пула тума пултарнă тесе шутлаççĕ управленинче.
Паянхи кун тĕлне федераллă çулсем çинче 214 стационарлă камера вырнаçтарнă. Вĕсенчен М-5 çул çинче – 64, М-7 çул çинче – 48, Р-240 çул çинче – 43.
- 2021 çулти пĕрремĕш кварталпа танлаштарсан резонанслă аварисем (темиçе автомобиль инкеке лексе йышпа çынсем вилни) çул-йĕр çинче кăçал пулманпа пĕрех. Çавăн пекех, пĕлтĕрхи кăтартусене пăхсан, çулсем çинчи пăтăрмахсене пула 21 çыннăн пурнăçĕ сахалрах татăлнă: 2021 çулхи пĕрремĕш кварталта - 31, кăçалхи пĕрремĕш кварталта 8 çын пулнă, - пĕлтернĕ «Уралçум» çул-йĕр управленийĕн» федераллă хысна учрежденийĕн ертÿçин çумĕ Денис Абрамов.
Раççей автодорĕ çулсем çинчи инкексен шутне чакарас тесе ытти ĕçсем те туса ирттерет. Кунта электричество çутисем вырнаçтарнине, картасем (барьер) тытнине, çул урлă çуран каçмали вырăнсене тата паллăсем (разметка) тунине, светофорсене çĕнетнине шута илмелле.
- Пирĕн тĕп тĕллев – кирек мĕнле майпа пулсан та штрафсем пухасси мар, йĕркене пăсасси пачах та ан пултăр тесе тăрăшасси. Çаксене пурне те эпир çул çинчи водительсен ырлăхĕшĕн тăватпăр, вĕсем руль умне ларсан ан васкаччĕр, хăвăртлăх режимне пăхăнччĕр, чĕрĕ те сывă пулччĕр. Çавăнпа эпир çав камерăсене пытармастпăр, вĕсене яланах курăнмалли вырăнта усă куратпăр,- тенĕ регион ертÿçи Радий Хабиров.
Юрий СНЕГОПАД.