Пур хыпар та
25 Апрелӗн 2022, 13:00

Амур çĕленĕ хуçи патне таврăнĕ

 Ĕпхÿ хулинчи Гражданла хутĕлев управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, массăлла информаци хатĕрĕсем тата социаллă сетьсем пулăшнипе ултă уйăх каялла çухалнă çĕлен хуçи тупăннă. Ăна Сипайлово микрорайонти нумай хутлă çуртра çăлавçăсем ярса тытнă.

Амур çĕленĕ хуçи патне таврăнĕ
Амур çĕленĕ хуçи патне таврăнĕ

«Çĕлен иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнчех çухалнă пулнă. Унăн хуçи, çамрăк хĕр, ăна тупасса шанман та. Амур тăрăхĕнче ĕрчекен пĕчĕк çĕлене хĕре Çĕнĕ çул уявĕнче парнеленĕ. Вăл ăна Сией ят панă, террариумра (пысăках мар савăт) тытнă, анчах та лешĕ темле майпа тухса тарнă. Çĕлен хуçи чĕрчуна хваттерте те, çурт территоринче те шыранă, çапах та тупайман»,- тенĕ ведомствăра.

Çур çул иртсен хĕр социаллă сетьре Сипайловăра Амур çĕленне (вăл Пушкăртстанра пурăнмасть) тупнине вуласа пĕлнĕ, видео çинче хăйĕн Сиейне палласа илнĕ.

Çывăх вăхăтра çĕлен тусĕ чĕрчуна вăхăтлăха пурăнма йышăннă волонтерпа çыхăнмалла, ун хыççăн ăна каялла килне тавăрĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас