Халĕ суйлав турĕ пырать. Жюри членĕсем (председателĕ – ПР тава тивĕçлĕ артистки Елена Федорова) кашни номере пăхса тухса хак параççĕ, чи пултаруллисене палăртаççĕ. Пелепей хулинчи чăваш гимназин, «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕ çумĕнчи «Мерчен» чăваш фольклорпа инструмент ансамблĕн (ертÿçи – В.В. Яковлева), «Уяв» тĕслĕхлĕ чăваш фольклорпа инструмент ансамблĕн çамрăк артисчĕсем, Пелепей хулинчи «Айгуль» 1№ ача сачĕн воспитанникĕсем, Мияки районĕнчен килсе çитнĕ Алеся Даниловапа Ксения Кириллова (Мияки районĕ, Суккул ялĕ), ППУн Çтерлĕ хулинчи филиалĕн чăваш уйрăмĕнче вĕренекен пĕрремĕш курс студенчĕ Константин Петров тата ыт.те хăйсен юрри-ташшисене жюри тата куракансем умне тăратса ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ. Уяв хĕрсех пырать.
Каçхи 17-00 сехетре фестиваль-конкурсăн Гала-концерчĕ тата çĕнтерÿçĕсене чысласси иртет.