Пур хыпар та
10 Майӑн 2022, 11:50

Икĕ автомобиль çапăннă, пилĕк çын вилнĕ

Паян,май уйăхĕн 10-мĕшĕнче, ирхине Мишкин районĕнче çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ. Пушкăртстанри çÿл-йĕр çинчи хăрушсăрлăх  патшалăх автоинспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Ĕпху – Янаул çулăн 133-мĕш çухрăмĕнче Renault Sandero автомобильпе  Skoda Rооmster çапăннă. Малтанхи информаципе аварире пилĕк çын вилнĕ: иккĕшĕ - Renault çинче, виççĕшĕ Skoda çăмăл машинăра пулнă. Пассажирсен хушшинче ачасем пулнипе пулманнине хальлĕхе инспекторсем уçăмлатаççĕ.

Икĕ автомобиль çапăннă, пилĕк çын вилнĕ
Икĕ автомобиль çапăннă, пилĕк çын вилнĕ

Renault Sandero тепĕр автомобильпе çапăннă хыççăн кювета анса кайса çаврăнса ÿкнĕ те çунма пуçланă. Вут-çулăма вырăна килсе çитнĕ çăлавçăсем сÿнтернĕ.

Пăтăрмах пулса иртнĕ вырăна ПР ШĔМĕн çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн ертÿçисем, республикăри ШĔМĕн следстви управленин çул çинчи инкексене тишкерекен ятарлă уйрăмăн ĕçченĕсем тата куçса çÿрекен экспертпа криминалистика лабораторийĕ килсе çитнĕ тесе пĕлтернĕ ПР ШĔМĕн пресс-служби.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас