Пур хыпар та
11 Майӑн 2022, 18:15

Пушкăртстанра пĕрремĕш кварталта налог пухасси 40, 6 % ÿснĕ

FinExpertiza консалдинг компанийĕн кăтартăвĕсем тăрăх 2022 çулхи март уйăхĕнче, экономика санкцийĕсем пуçланнă тапхăрта, федераллă хыснана налог пухăнасси 34,5 процент ÿснĕ. Укçана куçарсан 4,1 трлн тенке çитнĕ. Ку вăл рекордлă кăтарту шутланать. Налог пухасси ÿсни чи малтан çĕр айĕнчи пурлăхпа усă курнăшăн тÿлекен налог виçи ÿснипе çыхăннă.

Пушкăртстанра пĕрремĕш кварталта налог пухасси 40, 6 % ÿснĕ
Пушкăртстанра пĕрремĕш кварталта налог пухасси 40, 6 % ÿснĕ

Пухнă налогăн ытларах пайĕ нефтьпе газ кăларакан регинсене – Ханты-Мансийск тата Ямал-Ненец автономи округĕсем - пырса тивнĕ. Пĕрремĕшсем иртнĕ çулхипе танлаштарсан 365,5 млрд тенкĕ ытларах тÿленĕ, Ямал-Ненец округĕ – 137,7 млрд тенкĕ.

Налог пухасси çĕршыври регионсен пĕрре пиллĕкмĕш пайĕнче чакнă. Калуга ( - 11,4 млрд тенкĕ) тата Калининград ( - 5,8 млрд тенкĕ) облаçĕсенче палăрмалла сахалланнă. Сăлтавĕ – санкцисене пула автомобильсем туса кăларма йывăрлăхсем сиксе тухни. Калининград облаçĕ авиа çыхăну лару-тăрăвĕ йывăрланнипе те хĕнлĕхе кĕрсе ÿкнĕ.

Çулталăк каярахрипе танлаштарсан Мускав хулипе ( - 25,3 млрд тенкĕ) Мускав облаçĕ ( - 2,3 млрд тенкĕ), Мурманскпа ( -2,3 млрд тенкĕ) Ульяновск (- 2,3 млрд тенкĕ) облаçĕсем сахалрах налог пухнă.

Пушкăртстанра налог пухасси 40,6 процент ÿснĕ. Енчен те 2021 çулта январь-март уйăхĕсенче патшалăх хыснине 76,1  млрд тенкĕ кĕнĕ пулсан, 2022 çулхи пĕрремĕш кварталта – 98,77 млрд тенкĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас