Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Акци
21 Мартӑн 2023, 12:35

Пушкăртстанра «Крым историйĕсем» акци пуçланнă

Крым Раççей шутне кĕнĕ куна халалласа март уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 2-мĕшĕччен «Культура шкул ачисем валли» поектпа килĕшÿллĕн Пĕтĕм Раççейри «Крым историйĕсем» акци иртет.

Пушкăртстанра «Крым историйĕсем» акци пуçланнă
Пушкăртстанра «Крым историйĕсем» акци пуçланнă

Шăпах çак тапхăрта вĕренекенсем хăйсен пултарулăхĕнчи ăсталăха виçĕ енĕпе кăтартма пултараççĕ: Крымри паллă вырăнсенче пулни çинчен калав çырассипе, çурма утрав çинчен сăвă вулассипе тата Крым пейзажĕпе çыхăннă ÿкерчĕк ÿкерессипе.

Ĕçсене «ВКонтакте» социаллă сетьре #крымкдш хештегпа вырнаçтармалла. Жюри чи лайăх 30 ĕçе суйласа илет. Çĕнтерÿçĕсем «Культура шкул ачисем валли» проекта йĕркелекенсенчен парнесем илĕç.

Çавăн пекех март уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Крымские недели КДШ» старта тухнă: «Культурадляшкольников.РФ» порталта тата «ВКонтакте» социллă сетьре видеороликсен презентацийĕ иртет. Унта çĕршыври паллă актерсем Крым çинчен вырăс поэчĕсем çырнă сăвăсене вулĕç. Раççĕйĕн тава тивĕçлĕ художникĕ Леонид Алексеевич Малафеевский «пастель» техникипе усă курса «Крым пейзажĕ» мастер-класс йĕркелет. «ВКонтакте» социаллă сетьре шкул ачисем валли пĕлÿ паракан постсем тата Крым Республики çинчен викторинăсем хатĕрленĕ.

Юрий СНЕГПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: