Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Акци
28 Апрелӗн 2023, 10:45

«Чĕресен летопиçĕ» акци çула тухать

Май уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Шкул ачисен культури» проект шайĕнче «Чĕресен летопиçĕ» («Летопись сердец») çулсерен иртекен патриотла акци пуçланать. Ăна кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенчи сцена искусствине халалланă.

«Чĕресен летопиçĕ» акци çула тухать
«Чĕресен летопиçĕ» акци çула тухать

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пирĕн çĕршыври театрсем фронтри бригадăсем йĕркеленĕ, совет çарĕ валли укçа-тенкĕ пухнă тата тылра ĕçлекенсене мораль тĕлĕшĕнчен кăмăла çĕкленĕ. Акци шайĕнче театр искусстви йывăр вăхăтра çынсем мĕнле сывă юлма пултарни тата театрсем хăйсем çав тапхăрта мĕнле çăлăнса юлни çинчен ÿкернĕ видироликсем хатĕрленĕ.

Май уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен шкул ачисен хăйсен пултарулăх ĕçĕсене виçĕ номинаципе кăтартма май пур: шкулти театр (Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи темипе çыхăнтарса лартнă сценка е спектакль), вокал (çав вăхăтри юрăсем), ташă (çарпа патриотизм темипе). Вĕсене ВКонтакте социаллă сетьре #9маякдш хештегпа вырнаçтармалла.

Чи лайăх 30 ĕçе «Культурадляшкольников. РФ» порталта вырнаçтарĕç, проект ятĕнчен вĕсен авторĕсене сертификатсем тата асăнмалăх парнесем парса чыслĕç.

Юрий СНЕГОПАД.  

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: