Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Акци
29 Апрелӗн 2023, 09:00

Ĕпхÿре «Атайсал» аллея уçнă

Пушкăртстанăн тĕп хулинче ултă çăка йывăçĕ лартса çĕнĕ «Атайсал» аллея йĕркеленĕ. Çакă чăваш чĕлхине куçарсан «Манăн пĕчĕк тăван çĕршыв» тени пулать.

Ĕпхÿре «Атайсал» аллея уçнă
Ĕпхÿре «Атайсал» аллея уçнă

Çĕнĕ общество хутлăхне «Симĕс Пушкăртстан» акци шайĕнче Комсомольская урамра никĕсленĕ тесе пĕлтернĕ Октябрьски районĕн администраци пресс-служби. Экологи акцине хутшăнакансем ултă çăка лартнă, кашнийĕн çÿллĕшĕ ултă метра яхăн.

Йывăç лартма ПР Патшалăх Пухăвĕн - Курултайĕн депутачĕсем Салават Хусаиновпа Эдуард Саитбаталов, Октябрьски район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Плотников, ПР Пуçлăхĕ çумĕнчи Гражданла общество институтне тата çын прависене аталантармалли канаш пайташĕ Виктор Гурьев, «Доступный спорт» регионти парти проекчĕн  координаторĕ Фарит Гиндуллин тухнă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: