Ăна Раççейри патшалăх библиотекин модельлĕ вулавăшсен департаменчĕ пуçарса янă. Проекта Çĕнтерÿ кунне тата Расул Гамзатов авар совет поэчĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă.
Мероприяти программи шайĕнче библиотека ĕçченĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче кăтартнă хăюлăхпа паттăрлăх, Çтерлĕ районĕн 11 паттăрĕ Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçни çинчен каласа панă. Çавăн пекех вĕсем «Манăн территори» («Моя территория») краеведени клубĕн пайташĕсемпе пĕрле «Вĕсем Тăван çĕршывшăн çапăçнă» паттăр ентешсен галерейине йĕркеленĕ. Ăна паттăрсен портречĕсем, Георги хăйăвĕсем тата алăпа тунă хут тăрнасем илем кÿнĕ.
- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне пĕлни, библиотекăрьсем «сăмахпа» кăна мар «аллисемпе» те çав вăхăтри паттăрлăх тата çынсем хĕн-асапа мĕнле тÿссе ирттерни çинчен каласа пани пĕлтерĕшлĕ. Манăн кĕçĕн мăнуксем паттăрсем çинчен каланине тимлĕн итлерĕç, экспозицисем хатĕрлес ĕçе пуçаруллă хутшăнчĕç, - тесе хак панă Наумовкăри модельлĕ библиотекăна çÿрекен Галина Ешакина.