-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Ырă йăлапа вăл чăрăш çинчен Çĕнĕ çул открыткине илнĕ, ун çинче Çтерлĕри тата Ĕпхÿ хулинчи икĕ хĕр ачан, çиччĕри Алесяпа Розалиндан, уяв парнисемпе çыхăннă ĕмĕчĕсене çырса хунă пулнă.
Аса илтеретпĕр, «Ĕмĕт елки» ыркăмăллăх проектне 2018 çулта Раççей Президенчĕ Владимир Путин сĕннипе пуçарса янă. Унăн тĕп тĕллевĕ тăлăх, сывлăх енчен хавшак тата укçа-тенкĕ енчен йывăр çемьесенчи ачасене Çĕнĕ çул умĕнхи ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртесси пулса тăрать.
Юрий СНЕГОПАД.