Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Акци
26 Декабрӗн 2023, 12:03

Салтак валли посылка

Пелепейри шкул-интернат ĕçченĕсем, вĕренекенĕсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем «Салтак валли посылка» акцие хутшăннă.

Салтак валли посылка
Салтак валли посылка

Çĕнĕ çул тĕлне пуçтарнă япаласем шутне пылак кучченеçсем: печени, конфет, çăратнă сĕт, чей, кофе, консервăсем, елка теттисем, харпăр гигиена япалисем, ăшă нускисем, алсасем кĕнĕ.  Тăваттăмĕш «А»  класс ачисем «Раççей ăмăрт кайăкĕсем» ушкăнра тăраççĕ. Вĕсем салтаксем валли çыру çырнă, сывлăх суннă, Çĕнĕ  çул ячĕпе саламланă, хăйсен ячĕсене палăртнă. Акци пынă кунсенче хăш-пĕр ачасен çуралнă кунĕсем пулнă. Хăнăхнă йĕркепе вĕсем класри ачасем валли пылак кучченеçсем илсе килнĕ. Вĕренекенсем пĕр харăс пулса вĕсене те салтаксем валли хурса янă. Çакă çитĕнекен ăрушăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, ырă пулăм.

Акцин тĕллевĕсем  - Тăван çĕршыва юратасси, унăн сыхлавçисене хисеплесси, май пур таран пулăшасси, пур ĕçре те пĕрле пуласси. Ахăртнех, посылкăсем палăртнă çĕре çитсен салтаксем кил ăшшине, çак ĕçре хăйсем пĕччен маррине, килĕсенче, хула-ялсенче вĕсене кĕтнине, аслисемпе кĕçĕннисем шаннине туйса илĕç. Çак пулăм Çĕнтерÿ патне тунă утăм, пулăшупа вăй паракан туртăм пуласса шанатпăр.

Наталья БИГЛОВА, шкул-интернат воспитателĕ.

Пелепей хули.

Салтак валли посылка
Салтак валли посылка
Салтак валли посылка
Салтак валли посылка
Салтак валли посылка
Салтак валли посылка
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: