Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Акци
27 Апрелӗн , 15:10

«Çĕнтерÿ диктантне» 25 пине яхăн çын çырнă

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти йĕркеленĕ «Çĕнтерÿ диктанчĕ» акци кăçал улттăмĕш хут иртет. Йăлана кĕнĕ тăрăх, вăл офлайн тата онлайн мелĕсемпе пурнăçа кĕнĕ. Пушкăртстанра «Çĕнтерÿ диктантне» 25 пине яхăн çын çырнă.

«Çĕнтерÿ диктантне» 25 пине яхăн çын çырнă
«Çĕнтерÿ диктантне» 25 пине яхăн çын çырнă

Регионти Обществăлла пулăшу паракан штаб диктант çырмалли тĕп лапамсенчен пĕри пулса тăнă. Кунта Римма Утяшева, Эльвира Аиткулова тата Зариф Байгускаров РФ Патшалăх Думин депутачĕсем; ПР Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракци ертÿçи Салават Хусаинов; «Пĕрлĕхлĕ Раççей» регионти ĕç тăвакан комитетăн ертÿçи Руслан Насретдинов; общество пĕрлĕхĕсен представителĕсемпе депутатсем, волонтерсемпе студентсем, медицина ĕçченĕсемпе ятарлă çар операцине хутшăнакансем пухăннă.  

Кăçал ыйтусен пĕр пайне Ленинград хулине блокадăран кăларнăранпа 80 çул çитнине, Совет çарĕсене чикĕ леш енне кăларнине, фронтовик-çыравçăсен юбилейĕсене тата ытти юбилейлă датăсене халалланă. Мĕнпур ĕçсене 45 минут хушшинче пурнăçламалла пулнă. Тест 25 ыйтуран тăнă: 20-шĕ пĕтĕмĕшле çарпа истори темипе çыхăннă, 5-шĕ – регионпа.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: