Урал сасси
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Акци
6 Майӑн , 18:00

Пушкăртстанра фашизма хирĕç кĕрешсе пуçĕсене хунисене асра тытса шăплăх минучĕ ирттерĕç

Пĕтĕм республикăри акцие май уйăхĕн 8-мĕшĕнче йĕркелеççĕ тесе пĕлтернĕ «Раççейри вилĕмсĕр полк» юхăмĕн регионти штабĕ.

Пушкăртстанра фашизма хирĕç кĕрешсе пуçĕсене хунисене асра тытса шăплăх минучĕ ирттерĕç
Пушкăртстанра фашизма хирĕç кĕрешсе пуçĕсене хунисене асра тытса шăплăх минучĕ ирттерĕç

«Шăплăх минучĕ» акци мĕнпур Пушкăртстанра пĕр вăхăтра иртет. «Фашизма хирĕç кĕрешсе пуçĕсене хунисене çутă асăну» церемони вырăнти вăхăтпа 10.50 сехетре пуçланса 11.20 сехетчен тăсăлать.

Шăплăх минутне ĕç вырăнĕнче, вĕренÿ пÿлĕмĕнче, акт тата спорт залĕнче е уçă сывлăшра йĕркелеме пулать. Акцине кирек кам та, хуласемпе ялсенчи кирек мĕнле обществăлла юхăм та хутшăнма пултарать.

«Церемонине хутшăшакансен тумтир çинче Çĕнтерÿçĕ салтак сăнĕллĕ бейдж тата Георгий хăйĕвĕ пулмалла. Çапла майпа эсир ун умĕнче  пуç тайнине, ăна сума суса хисепленине, хăвăрăн гражданла позицине кăтартса паратăр. Çавăн пекех Çĕнтерÿ кунĕ сирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ те асра юлмалли уяв пулнине те çирĕплететĕр», - тесе ăнлантарса панă «Раççейри вилĕмсĕр полк» юхăмĕн регионти штабĕнче.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстанра фашизма хирĕç кĕрешсе пуçĕсене хунисене асра тытса шăплăх минучĕ ирттерĕç
Пушкăртстанра фашизма хирĕç кĕрешсе пуçĕсене хунисене асра тытса шăплăх минучĕ ирттерĕç
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: