Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Акци
13 Майӑн , 10:41

«Ветерана тата ентеше саламла» акци иртнĕ

Май уйăхĕн 8-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи клуб тата вырăнти администраци ĕçченĕсем «Ветерана тата ентеше саламла» патриотла акци ирттернĕ.

«Ветерана тата ентеше саламла» акци иртнĕ
«Ветерана тата ентеше саламла» акци иртнĕ

Спонсорла пулăшу туса вырăнти предприяти хăйĕн продукци пуххине парнеленĕ.

Тыл ĕçченĕсене килĕсене çитсе саламласси кунта ырă йăлана кĕнĕ.

«Кашни çулах вĕсен шучĕ чакса пырать. Çĕнтерÿшĕн хăйсен пурнăçне шеллемен, ырми-канми тăрăшнă  çынсем умĕнче эпир тÿлесе татайми парăмра. Пирĕн вĕсен ячĕсене ялан асра тытмалла, вĕсемпе мăнаçланмалла», - тесе шутлаççĕ акцие йĕркелекенсем.

«Ветерана тата ентеше саламла» акци иртнĕ
«Ветерана тата ентеше саламла» акци иртнĕ
«Ветерана тата ентеше саламла» акци иртнĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: