Урал сасси
+17 °С
Облачно
Акци
20 Апреля 2025, 10:05

Ĕпхÿре «Катюша» юрра Пушкăртстанри халăхсен чĕлхисемпе шăрантарнă

Пушкăртстанăн тĕп хулинче «Çĕнтерĕвĕн халăх хорĕ» патриотизм акцийĕ иртнĕ. Унта хăйпултарулăх хор коллективĕсем (çитĕннисемпе ачасем, профессиллĕ артистсемпе культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем, хула çыннисем) хутшăннă.

Ĕпхÿре «Катюша» юрра Пушкăртстанри халăхсен чĕлхисемпе шăрантарнăĔпхÿре «Катюша» юрра Пушкăртстанри халăхсен чĕлхисемпе шăрантарнă
Ĕпхÿре «Катюша» юрра Пушкăртстанри халăхсен чĕлхисемпе шăрантарнă

Халăх хушшинче анлă сарăлнă «Катюша» Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин символĕ пулса тăрать. Ăна хорсем Пушкăртстанра пурăнакан халăхсен чĕлхисемпе юрланă, çав шутра чăвашла та. Юрра виçĕ лапамра – Туслăх монуменчĕ, Çĕнтерÿ паркĕ, Ленин лапамĕ – шăрантарнă.

«Пĕтĕмлетÿ тунă чухне пурне те пĕр çĕре пухнă, питĕ те чуна пырса тивмелле сюжет пулса тухрĕ», - тесе палăртнă хула мэринче.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас