

- «Здравница Зауралья» территорийĕ тата та илемленчĕ: ватă та хăрнă йывăçсем вырăнне хĕвел патне 80 çамрăк хыр туртăнаççĕ. Вĕсен шучĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче туптанă Аслă Çĕнтерĕвĕн çулĕпе танлашать. Ырă пуçарăва Баймак районĕнчи Чингизово ялĕнче пурăнакан санатори юлташĕ Файзрахман Усманов ертсе пычĕ. Вăл территори тăрăх уçăлса çÿренĕ май хăра пуçланă йывăçсене асăрханă. Çакăн хыççăн сумлă ватă аллейăна çĕнетме, çĕнĕ пурнăç пама, кашни йывăçа вăрçă паттăрне халаллама сĕнчĕ, - каласа панă санатори ĕçченĕсем.
Дамирапа Файзрахман Усмановсем çакăн йышши акцисене пĕрремĕш хут мар йĕркелеççĕ. Унччен маларах вĕсем Чингизово ялĕнче «Пĕчĕк Тăван çĕршыв» ятпа аллея никĕсленĕ. Унсăр пуçне 75 çулхи Файзрахман Усманов «Таса Сакмар» регион акцине те пуçарса янă.