Урал сасси
+17 °С
Облачно
Акци
28 Апреля 2025, 13:00

Çтерлĕри халăх аллейи çулсеренех ÿссе пырать

Апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинче «Ешĕл Пушкăртстан» акцин юлашки тапхăрĕ иртнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă мероприятие Строительсен урамĕнчи бульварта йĕркеленĕ. Шăпах унта чăрăшсем  лартса аллея никĕсленĕ.

Çтерлĕри халăх аллейи çулсеренех ÿссе пыратьÇтерлĕри халăх аллейи çулсеренех ÿссе пырать
Çтерлĕри халăх аллейи çулсеренех ÿссе пырать

Акцие икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ А.Г. Николаев ячĕллĕ ветерансен союзĕн, «Эреш» фольклорпа театр студийĕн, «Çут çанталăка упрар» Пĕтĕм Раççейри пĕрлĕхĕн пайташĕсем, пушкăрт гимназийĕнчи Шаймуратов класĕнче вĕренекенсем тата хулара пурăнакан ырă кăмăллă çынсем хутшăннă. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйсен çемйисемпе – Зинатуллинсемпе Ямщиковсем тата Гафаровсем - килсе çитнĕ. Чăрăш хунавĕсене лартма килнисенчен чи асли вара  – 86 çулпа пыракан Маркиян Максимовичпа Любовь Андреевна Трофимовсем. Çак хастарсене сăн ÿкерчĕксенче те курма пулать.  

Иккĕмĕш çул йĕркелекен акци туслă та тухăçлă  иртнĕ. Халăх аллейи ÿссех пырать, уйрăмах вăрăмăшĕпе. Кăçал темиçе кун хушшинче 40 хунав лартнă. Çынсен кăмăлĕ лайăх пулни, ăшă хутшăну хуçаланни акцие пурнăçа кĕме май панă.

Çтерлĕ хули.     

Çтерлĕри халăх аллейи çулсеренех ÿссе пырать
Çтерлĕри халăх аллейи çулсеренех ÿссе пырать
Çтерлĕри халăх аллейи çулсеренех ÿссе пырать
Çтерлĕри халăх аллейи çулсеренех ÿссе пырать
Çтерлĕри халăх аллейи çулсеренех ÿссе пырать
Çтерлĕри халăх аллейи çулсеренех ÿссе пырать
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас