Урал сасси
+1 °С
Ясно
Акци
22 Мая 2025, 11:00

Ырă кăмăллă çынсем йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесем валли япаласем пухнă

«Ырăлăхăн çемье бумерангĕ» акци шайĕнче Пушкăртстанра пурăнакансем пĕр эрне хушшинче 500 яхăн ача-пăча тумĕ, атă-пушмакĕ, теттесемпе кĕнекесем, вырăн таврашĕсем, канцеляри япалисем, гигиена хатĕрĕсем пухса панă. Çакăн пирки республикăри Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх парассине тимлекен ведомствăн ертÿçи Ленара Иванова пĕлтернĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Ырă кăмăллă çынсем йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесем валли япаласем пухнăЫрă кăмăллă çынсем йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесем валли япаласем пухнă
Ырă кăмăллă çынсем йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесем валли япаласем пухнă

Министр сăмахĕсем тăрăх, акцие Илишпа Чекмагуш, Калтасăпа Татăшлă, Кигипе Салават, Учалăпа Кугарчă тата Мияки районĕсем хастар хутшăннă.

 - 85 çемье (вĕсенче пĕтĕмĕшле 251 ача) çие тăхăнмалли япаласене, сĕтел-пукансемпе коляскăсене илнĕ. Çав шутра - икĕ е виçĕ йĕкĕреш ачасем, çавăн пекех социаллă пулăшăва тивĕçнĕ çемьесем. Туссем, пĕр-пĕр çыннăн пурнăçне илемлĕрех тума пулăшнăшăн пысăк тав, - акцие хутшăннисене тав туса каланă Ленара Иванова.   

Автор:Ирида Матниязова