

Мероприяти хăй тавра аслисемпе сывлăхĕсем начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайман ачасене пухнă. Хăнасене пуян концерт программи кĕтнĕ. Асăннă акцие Кармаскалă тăрăхĕнчи Йăмран ялĕнчи модельлĕ культура çурчĕн кашăкпа вылякан ача-пăча ансамблĕ те хутшăннă. Ачасем куракансене илемлĕ кĕвĕсем каласа савăнтарнă, Кира тата Лера Максимовасем «Матушка-земля» юрра парнеленĕ.
Концерт аслисемпе сывлăхĕсем начар пулнипе тулли пурнăçпа пурăнайман ачасене обществăн пĕр тан та пĕлтерĕшлĕ пайташĕсем пек туйса илме май паракан пулăм пулса тăнă. Уяв ачасене кăна мар, пухăннисене те савăнăçпа хавхалану кÿнĕ. Асăннă мероприяти сусăр çынсене пулăшу памаллине, тимлĕх уйăрмаллине тепĕр хут аса илтернĕ. Çапла пиртен кашнийĕ инклюзивлă общество йĕркелес ĕçе тÿпе хывма пултарать.
Кармаскалă районĕ.