Урал сасси
+1 °С
Ясно
Акци
27 Августа , 11:00

Ачана шкула хатĕрленме пулăшаççĕ

Пушкăртстан Республикинче ачасене шкула хатĕрленме пулăшакан «Ачана шкула пуçтарăнма пулăш» йăлана кĕнĕ ыркăмăллăх акцийĕ малалла пырать.

Добавить в предпочтительные источники Google
Ачана шкула хатĕрленме пулăшаççĕАчана шкула хатĕрленме пулăшаççĕ
Ачана шкула хатĕрленме пулăшаççĕ

Август уйăхĕ – ашшĕ-амăшĕшĕн чи тăкаклă вăхăт. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне чылай япала туянмалла: тетрадьрен пуçласа шкул форми таранах.  Асăннă акцин тĕллевĕ сахал тупăшлă çемьене, нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекен е усрава илнĕ ачасене пулăшу парасси пулса тăрать.  

Ыркăмăллăх акцине Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнчи «Малышок» ача сачĕн ĕçченĕсем те хаваспах хутшăннă. Шкул çулчченхи вĕренÿ учрежденийĕнче тăрăшакансем вырăнта пурăнакан нумай ачаллă Тимофеевсен çемйине канцеляри таварĕсемпе пулăшнă.  

Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова