Урал сасси
+20 °С
Облачно
Акци
16 Сентября , 04:00

«Пушкăртстанран юратса» акци 3,5 тонна посылка илсе çитернĕ

Сентябрь уйăхĕн 10-13-мĕшĕсенче ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Мускав хулинче тата Мускав облаçĕнче вĕренекен Пушкăртстан студенчĕсем валли тăванĕсенчен посылкăсем илсе килессине йĕркеленĕ.

«Пушкăртстанран юратса» акци  3,5 тонна посылка илсе çитернĕ«Пушкăртстанран юратса» акци  3,5 тонна посылка илсе çитернĕ
«Пушкăртстанран юратса» акци 3,5 тонна посылка илсе çитернĕ

Çитес парти октябрь уйăхĕн вĕçĕнче – ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче çула тухĕ. Çавăн пекех «Пушкăртстанран юратса» акци ноябрь уйăхĕнче Санкт-Петербургри студентсене те савăнтарĕ.
Акци пĕтĕмлетĕвĕсемпе ПР Çамрăксен министерствин ертÿçи Вито Сабиров паллаштарнă. Маршрута икĕ юхăм тăрăх йĕркеленĕ, вăл 26 ял-хулана ярса илнĕ. Шăпах вĕсенче студентсем валли тăванĕсенчен посылкăсем пухнă. РФ Президенчĕ çумĕнчи республикăн полномочиллĕ представительствипе пĕрле тачă çыхăнса ĕçленĕрен маршрутсен шутне ÿстерме май килнĕ: 3,5 тонна таякан 180 посылкăна Мускаври тата унăн облаçĕнчи çичĕ маршрут тăрăх салатнă.
– Акци йĕркеленин пĕлтерĕшĕ пысăк – ашшĕ-амăшĕсем те, студентсем те тав тăваççĕ, – палăртнă Вито Сабиров.
– Çакă республикăшăн пысăках мар тăкак, ĕçĕ вара, чăнах та, ырă, пархатарлă. Ялсенче пурăнакан ашшĕ-амăшĕсем апат-çимĕç пакетне, ăшă тумтире мĕнле майпа ăсатассишĕн пăшăрханаççĕ. Пурне те пысăк тав, – тенĕ Радий Хабиров.

Фото: минмолодежи РБ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас