Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Алă ăсти
3 Декабрӗн 2022, 17:20

Хăв аллупа тунă ĕç - чи пахи тата чи хакли

Раççейри халăхсен культура еткерĕн çулне халалласа Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи вулавăшра (ертÿçи – Л.В.Никитина) «Хамăр алăпа тунă пахалăх» («Совершенство своими руками») наци культурин сехечĕ иртрĕ.

Хăв аллупа тунă ĕç -  чи пахи тата чи хакли
Хăв аллупа тунă ĕç - чи пахи тата чи хакли

Мероприятин хăни вырăнти ал ĕç ăсти Ирина Филиппова тĕрĕçĕ пулчĕ, яланхи пекех пухăннисене хăйĕн тĕррисемпе тĕлĕнтерчĕ. Ирина 12 çул ĕнтĕ тĕрĕ тĕрлессипе ĕçлет. Вăл салфеткăсем, пĕчĕк минтерсем, ÿкерчĕксем тĕрлет тата этнографи культурипе кăсăкланать.

Тĕлпулу вăхăтĕнче хĕр хăйĕн киленĕвĕ, тĕрĕ ĕçĕн уйрăмлăхĕсем çинче чарăнса тăчĕ тата нумаях пулмасть Çтерлĕ хулинче Шупашкартан килнĕ ăстапа Любовь Вазиковапа паллашнă пирки каласа пачĕ. Çавăн пекех вăл хĕресле тĕрлемелли мелпе паллаштарчĕ, çак енĕпе мастер-класс ирттерчĕ. Мероприяти пуриншĕн те усăллă иртрĕ, кашниех çĕннине пĕлчĕç. Çакăншăн Ирина Филиппова çамрăк ăстаçа тав тумалли çеç юлать.

Юрий ЛЕОНТЬЕВ.

Хăв аллупа тунă ĕç -  чи пахи тата чи хакли
Хăв аллупа тунă ĕç -  чи пахи тата чи хакли
Хăв аллупа тунă ĕç -  чи пахи тата чи хакли
Хăв аллупа тунă ĕç -  чи пахи тата чи хакли
Хăв аллупа тунă ĕç -  чи пахи тата чи хакли
Хăв аллупа тунă ĕç -  чи пахи тата чи хакли
Хăв аллупа тунă ĕç - чи пахи тата чи хакли
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: