Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Алă ăсти
18 Сентябрӗн 2023, 12:30

Ĕпхÿре 90 панноран кĕççе кавир çĕлĕç

Ĕпхÿ хулинче «Кĕççеквест» («Войлоквест») вĕçленсе пырать. Мероприяти кураторĕ – 2№ Ача-пăча ÿнер шкулĕн преподавателĕ Ляйсан Гильманова пĕлтернĕ тăрăх,  умра – юлашки тапхăр, конкурс ĕçĕсене пĕрлĕхлĕ композицие пуçтарасси.

Ĕпхÿре 90 панноран кĕççе кавир çĕлĕç
Ĕпхÿре 90 панноран кĕççе кавир çĕлĕç

 - Мини-панноран пĕр пысăк кĕççе кавир çĕлеме тÿр килĕ. Халĕ композици мĕнле пулассине сÿтсе яватпăр,  - тенĕ ÿнерçĕ.

Пĕтĕмĕшле конкурса хутшăнма çĕршывăн тĕрлĕ хулисенчен 90 заявка тăратнă пулнă.

Хатĕр ĕçе Ĕпхÿре сентябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Ижад» галерейăра курма пулĕ. Ноябрь уйăхĕн 4-6-мĕшĕсенче кĕççе композицине Санкт-Петербургри «Йăла-йĕркесен çĕнĕ пурнăçĕ» арт-кĕççе куравне тăратĕç.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: