Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Алă ăсти
24 Июлӗн , 11:50

Тĕлпулу тухăçлă иртнĕ

Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнчи культура çуртĕнче Любовь Иванова алĕç ăстипе тĕлпулу иртнĕ.

Тĕлпулу тухăçлă иртнĕ
Тĕлпулу тухăçлă иртнĕ

Фойере пухăннисем валли «Илемлĕ чăваш тĕрри» мини-курав йĕркеленĕ. Унта ачасемпе аслисем чăваш культурин илемĕпе тата пуянлăхĕпе паллашма пултарнă. Мероприяти хăни тĕслĕ пир тăрăхĕсем, хăйне евĕрлĕ тĕрĕсем, тĕссен пĕлтерĕшĕ çинчен тĕплĕн те ăнланмалла каласа панă. Унсăр пуçне Любовь Иванова наци тумĕсене илем кÿрекен тĕрĕсем енĕпе мастер-класс ирттернĕ. Шăпах вĕсем авалхи тĕрĕсене упраса хăварма, çитĕнекен ăрăва тăван культура патне туртăнма, ăстасен пĕлĕвне сарма пулăшаççĕ.

Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.

Тĕлпулу тухăçлă иртнĕ
Тĕлпулу тухăçлă иртнĕ
Тĕлпулу тухăçлă иртнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: