Пур хыпар та
Алă ăсти
11 Апрелӗн 2025, 09:30

Юлашки икĕ çул хушшинче алăстисене 22 млн тенкĕ уйăрса панă

2023-2024 çулсенче республикăри алăстисене пулăшу парас тĕллевпе бюджетран 22 млн тенкĕ уйăрнă. Паянхи кун халăх ÿнер алăсталăхĕсенче 92 усламçă, 111 хăй çине ĕçлекен тата 300 уйрăм çын ĕçлет.

Юлашки икĕ çул хушшинче алăстисене 22 млн тенкĕ уйăрса панă
Юлашки икĕ çул хушшинче алăстисене 22 млн тенкĕ уйăрса панă

Вĕсем 17 алĕç тĕсне аталантараççĕ: йывăç касса эрешлеççĕ, наци тумĕсене çĕлеççĕ тата вĕсене тĕрĕсемпе илемлетеççĕ, чултан тĕрлĕ япаласем ăсталаççĕ, халăх юрă-кĕвĕ инструменчĕсем тăваççĕ тата ытти те. Çакăн пирки промышленность, инноваци аталанăвĕ, суту-илÿ, предпринимательство тата туризм енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ларăвĕнче республикăри промышленнсть, энергетика тата инновацисен министрĕн çумĕ Валерий Галиев пĕлтернĕ.  

Алăстисем Пушкăртстанра иртекен Пĕтĕм Раççейри тата Халăхсен хушшинчи тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса хăйсем çинчен пĕлтереççĕ. Унсăр пуçне вĕсем валли ятарлă сайт йĕркеленĕ. «Агидель» пушкăрт ÿнер алăсталăхĕ тата «Салават» ателье продукцийĕсем халăх ÿнер алăсталăхĕсен федераллă реестрне кĕнĕ.   

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас