Пур хыпар та
Алă ăсти
31 Майӑн 2025, 17:00

Светлана Матвеева куравне Сабантуй хăнисем тивĕçлĕ хак панă

Паян, май уйăхĕн 31-мĕшĕнче, республикăри 10 районта сабантуйсем иртнĕ. Çав шутра чăвашсем йышлă пурăнакан Авăркаспа Кармаскалă, Çтерлĕ тăрăхĕсенче те.

Светлана Матвеева куравне Сабантуй хăнисем тивĕçлĕ хак панă
Светлана Матвеева куравне Сабантуй хăнисем тивĕçлĕ хак панă

Кирек мĕнле уява та наци тумĕ тăхăннă çынсем, пултарулăх ушкăнĕсем, сумлă хăнасем, спорт ăмăртăвĕсемпе тĕрлĕ конкурссем тата ал ĕç ăстисен куравĕсем илем кÿреççĕ, пуянлатаççĕ. Акă, Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишмари Светлана Матвеева ал ăсти паянхи кун Сабантуйра хăйĕн ĕçĕсемпе мĕн чухлĕ çынна савăнăçпа кăмăллă самант парнелемерĕ-ши? Курава килнисем унăн тĕррисене, чăваш наци çи-пуçне, капăрлăх хатĕрĕсене пысăка хурса хак панă. Кунтах Светлана Семеновна мастер-класс та ирттернĕ.

Ватсапри «Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕ» ушкăнра курава тишкерсе çапла хак панă йĕркесем те пур: « Светлана Семеновна - пирĕн пултаруллă, ылтăн алăллă, пирĕншĕн питĕ хаклă çын. Мĕн чухлĕ ырă ĕçсем туман-ши вăл тăван халăхăмăршăн, унăн чыс-сумне çĕклессишĕн. Мухтанатпăр сирĕнпе, пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Сывлăх тата вăрăм ĕмĕр сунатпăр».

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас