Июнь уйăхĕн 18-мĕшĕнче Элшей районĕнчи Кайраклă ялĕнчи историпе краеведени музейĕнче «Чăваш алĕç ăстисем» клуб пайташĕсем валли пĕлÿ паракан калаçу йĕркеленĕ.
«Пилеш» чăваш вокал ушкăнĕн хастарĕ Надежда Хабибуллина пухăннисене хĕрарăмсен авалхи ĕç хатĕрĕпе паллаштарнă. Надежда Арсентьевна сĕтел çи пир тĕртмелли станокпа мĕнле ĕçлемелли çинчен каласа, пĕр вĕçĕнчен теприне çип карăнтармалли майсене кăтартса панă. Клуб пайташĕсем ĕлĕк пир тĕртмелли станоксем кашни чăваш çемйинчех пулни, кил хуçи арăмĕ чăваш юррисене юрласа пир тĕртсе çемьене тумлантарни, хĕр тупри хатĕрлени пирки пĕлнĕ.
Сăмах май, нумай пулмасть Кайраклă ялне БСТ телевидени ĕçченĕсем килнĕ, вĕсем «Пилеш» вокал ушкăнĕ çинчен сюжет ÿкернĕ. Шăпах унта Надежда Хабибуллина интервью панă, чăваш халăхĕн ал ĕç хатĕрĕпе паллаштарнă.
Элшей районĕ, Кайраклă ялĕ.