Урал сасси
+10 °С
Ясно
Алă ăсти
13 Сентября , 09:00

Кабачокран хатĕрленĕ салат

Ăна хатĕрлеме 2 кг кабачок, 600 грамм пылак пăрăç, 250 грамм пуçлă сухан, 280 грамм кишĕр, 2 кг помидор, пĕр йÿçĕ пăрăç, 5 шăл ыхра, 150 мл ÿсен-тăран çăвĕ, 200 грамм сахăр, чăмăр хура пăрăç, 2 апат кашăкĕ сахăр, 100 мл 9 процентлă уксус кирлĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Кабачокран хатĕрленĕ салатКабачокран хатĕрленĕ салат
Кабачокран хатĕрленĕ салат

Помидорсене, пылак пăрăçа, пуçлă сухана, кишĕре, йÿçĕ пăрăçа аш арманĕ витĕр кăлармалла та сахăр, тăвар, хура пăрăç, ÿсен-тăран çăвĕ хушса лайăх пăтратмалла, унтан çулăм çине лартмалла.
Вĕреме кĕнĕ хыççăн тăваткал туса каснă кабачоксене ямалла та хушăран хушă пăтратса тăрса пысăк мар çулăм çинче 50 минут пĕçермелле.Юлашкинчен уксус ярса пăтратмалла та çулăм çинчен илмелле.
Хатĕр хутăша пăшăхланă банкăсем çине тултарса тимĕр хупкăчсемпе хупмалла. Банкăсене пуç хĕрлĕ çавăрса хурса одеялпа витмелле те сивĕниччен хăвармалла.

Автор:Надежда Родионова