Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
26 Кӑрлач 2023, 11:45

Владимир Путин Пĕтĕм тĕнчери студентсемпе çамрăксен фестивальне ирттерессине ырланă

Раççейри халăхсен туслăхĕ университетĕнче (РУДН) студентсемпе иртнĕ тĕлпулу вăхăтĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Дарья Семенова студенткăн ыйтăвĕ çине хуравланă май, çамрăк хĕр сĕнÿ панинене – Раççейре тепĕр хут Пĕтĕм тĕнчери студентсемпе çамрăксен фестивальне ирттерессине -  ырласа йышăннă.

Владимир Путин Пĕтĕм тĕнчери студентсемпе çамрăксен фестивальне ирттерессине ырланă
Владимир Путин Пĕтĕм тĕнчери студентсемпе çамрăксен фестивальне ирттерессине ырланă

Президент шухăшĕпе çакна йĕркелеме паянхи кун çăмăлах пулмĕ, анчах та шухăшĕ тĕрĕс те вырăнлă пулнине пĕлтернĕ. Çĕршыв пуçлăхĕ çакăн пек форумсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă, мĕншĕн тесен вĕсем çынсене пĕрлештереççĕ. «Шухăшланине пурнăçа кĕртес тесен Пĕтĕм тĕнчери структурăсемпе ĕçлессине тивĕçлĕ шайра  йĕркелемелле тата федераллă центр мĕн тума пултарнине мобилизацилемелле»,-  тенĕ В.Путин.

РФ президенчĕ каланă тарăх, 2017 çулта, 2014 çулта Крымра пулса иртнĕ лару-тарăва пăхмасăр, Раççей тĕнчери студентсемпе çамрăксен фестивальне ăнăçлă йĕркелесе ирттернĕ. Владимир Владимирович хĕр-студента сĕнÿ панăшăн тав тунă. Çав вăхăтрах Дарья Семенова фестивальте волонтер пулса ĕçлеме кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Унсăр пуçне çĕршыв пуçлăхĕ хĕре фестиваль йĕркелес ĕçе явăçтарма шантарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: