Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
3 Апрелӗн 2023, 16:33

«Вулакан леди»

Шкулти информаципе библиотека центрĕнче ачасемпе çамрăксен кĕнеке эрнинче «Вулакан леди» конкурс иртрĕ. Кăçал ачасемпе çамрăксен эрнине ирттерме пуçланăранпа 80 çул çитрĕ.

«Вулакан леди»
«Вулакан леди»

5-6 классенче вĕренекен хĕр ачасем Арçури, Пеппи Вăрăм чăлха, Тухатмăш, Ăслă тăмана, Гизельда, Мия сăнарĕсемпе куракансем умне тухрĕç. Кашни хăйĕн костюмне кăтартрĕ, литература сăнарĕ çинчен каласа пачĕ. «Чуна çывăх  юлташсем» конкурсра çамрăк ледисем хăйсем мĕн çинчен вулама кăмăллани, юратнă кĕнеки çинчен пĕлтерчĕç. «Книгоград» конкурс хĕр ачасем нумай вуланине, пĕлÿллĕ пулнине çирĕплетрĕ. «Сăмах пĕлтерĕшне туп» конкурсра çамрăк ледисем справка литературипе  мĕнле усă курма хăнăхнине кăтартрĕç. «Поэзи минучĕ» конкурсра хĕр ачасен актер пултарулăхне сăнама пулчĕ.  «Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене пуçтар» задание пурте ăнăçлă пурнăçларĕç. «Аслăран та аслă çынсен портречĕсем» конкурсра  хĕр ачасем паллă поэтсемпе писательсене тупса палăртрĕç. Çамрăк ледисем хаваспах Тортилла тимĕр шапа, Шапокляк карчăк, Дуремар, Базилио кушак аçи, Хĕрлĕ калпак, Хоттабыч старик юррисене палласа илчĕç.

Конкурссем хушшинче Алена Алексеева педагог-библиотекарь  куракансемпе «Литература япалисем» конкурс ирттерчĕ. Унта вăл тупсăмне тупнă япалсене хура тĕслĕ ещĕкрен кăларса пычĕ.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 6 класра вĕренекен Дарья Семенова çĕнтерÿçĕ пулчĕ. «Артистизм ледийĕ» номинацие  5 класра вĕренекен Елена Исаева, «Ăс-хакăл ледийĕ» (интеллект) номинацие Азалия Хайбунасова (6 класс), «Пултарулăх ледийĕ» (талант) номинацие Любовь Павлова (5 класс), «Хăйьевĕрлĕх ледийĕ» (оригинальность) номинацие Ксения Васильева (5 класс), «Сăмах ăсталăхĕн ледийĕ» номинацие Алина Герасимова (5 класс) çĕнсе илчĕç. Конкурса хутшăннисене пурне те пылак парнесене тивĕçрĕç.

Вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем Е. Г. Семеновапа О. К. Никитина ачасене кĕнекесене юратма вĕрентеççĕ. Асăннă мероприятипе ачасем питĕ кăмăллă пулчĕç. Çурхи каникулсем хаваслă иртрĕç.

Алена ЕФИМОВА педагог-библиотекарь, Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: