Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
27 Апрелӗн 2023, 17:10

Пушкăртстанри Салават Юлаев çара кайма хатĕрленет

Çывăх  вăхăтра Куюргазă районĕнчи Тимербай ялĕнчи Салават Юлаев студент Раççейĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕнче хĕсметре тăма пуçлĕ. Хальхи вăхăтра пушкăрт халăхĕн наци паттăрĕн ячĕпе хушамачĕ пĕр килекен каччă Маячнăй ялĕнчи нумай профильлĕ професси колледжĕнче пĕлÿ илет, çав вăхăтрах «Искра» ял хуçалăх производство кооперативра уй-хирти çурхи ĕçсем тăвас ĕçе хутшăнать.

Пушкăртстанри Салават Юлаев çара кайма хатĕрленет
Пушкăртстанри Салават Юлаев çара кайма хатĕрленет

«Салават чăн-чăн арçын, хăйĕн тивĕçне Тăван çĕршыв умĕнче пурнăçламаллах тесе шутлать. Эпĕ Салават Юлаева палăртнине пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатăп» , - тесе пĕлтернĕ Куюргазă район администраци пуçлăхĕ Юлай Ильясов.

Çÿрхи призыв июль уйăхĕн 15-мĕш кунĕччен тăсăлать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: