+2 °С
Юр
Кăçал юлашки шăнкăрав кунĕ 9 тата 11 классенче вĕренекенсем валли мероприятисене халалланă пĕрлĕхлĕ кунта – май уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртĕ. Асăннă датăна регионти Вĕрентÿпе наука министерстви çирĕплетнĕ.
- Республикăри саккунпа килĕшуÿллĕн, лавккасенче алкогольпе вак суту-илÿ тума чарĕç. Обществăлла апатлану предприятийĕсене асăннă чару пырса тивмест, - ăнлантарса панă Пушкăртстанри Суту-илÿ министерствинче.
Астутарасшăн, Пушкăртстанра çапла Çĕнĕ çулхи каникулсенче, Çамрăксен кунĕнче, Пĕлÿ кунĕнче тата Сабантуйсенче алкогольпе суту-илÿ тума чарасси пурнăçа кĕнĕ.