Нацисем хушшинчи «Культурăсен диалогĕ» лагерь хăйне евĕр лапам пулса тăрать. Кунта пултаруллă та çивĕч ăслă яш-кĕрĕм пухăннă, хăйсене тĕрлĕ сферăра кăтартма пултараççĕ: декораципе ĕçлев ăсталăхĕнчен пуçласа наци ташши, фольклорĕ тата спортчĕ таран.
Унăн ĕçне Пушкăртстанри Чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗнчен икĕ çын хутшăнаççĕ - Станислав Иванов тата Алиса Алексеева. Вĕсем иккĕшĕ те Ĕпхÿрен. Пĕрремĕшĕ - республикăри Чăваш çамрăкĕсен союзĕн председателĕ, Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн студенчĕ, иккĕмĕшĕ – Пушкăрт патшалăх оперăпа балет театрĕн пултаруллă та илĕртуллĕ артисчĕ.
Форума уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Наци ĕçĕсемпе ĕçлекен федераллă агентство ертÿçин çумĕ Станислав Бедкин, Чăвашсен федераллă наципе культура автономи Канашĕн председателĕ, Раççей Паттăрĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант хутшăннă, çамрăксене саламланă, ăнăçу суннă.
Проекта хутшӑнакансене эксперт пӗрлӗхӗпе, пуҫлӑх , культура, бизнес представителӗсемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ тата мастерклассемпе тренингсем.
Пирӗн ҫамрӑксене ӑнӑҫу сунатпӑр, вӗсене ҫӗнӗ шухӑшсемпе кӗтетпӗр!
Юрий СНЕГОПАД.