Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
27 Июлӗн 2023, 17:35

«Профессисем пурте лайăх» калаçу сехечĕ

Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи модельлĕ вулавăшра «Профессисем пурте лайăх» калаçу сехечĕ ирттернĕ. Мероприятин тĕллевĕ ачасен тавракурăмне анлăлатасси, профессипе çыхăннă пурнăç çулне суйласа илме пулăшасси пулса тăнă. Калаçу сехетне 7-8-мĕш классенче вĕренекенсем тата студентсем хутшăннă.

«Профессисем пурте лайăх» калаçу сехечĕ
«Профессисем пурте лайăх» калаçу сехечĕ

Йĕркелÿçĕсем ачасене çĕр çинче професси нумай пулни, килĕшекеннине суйласа илме май пурри, паянхи кун çĕршывра мĕнле специалистсем кирли çинчен каласа панă. Ачасемпе уйрăмах  ялта мĕнле професси çыннисем кирлине сÿтсе явнă. Калаçу вĕçĕнче ялта культура ĕçченĕсем çитменнине палăртнă.

Шкул ачисем хаваспах П.Карачени (логист) тата Д.Ефремова (юрист) студентсем каланине итленĕ. Йĕркелÿçĕсем профессисем çинчен хатĕрленĕ пуян презентацисем те пухăннисен кăмăлне кайнă. Мероприяти вĕçĕнче аслă классенче вĕренекенсем профи-викторина ыйтăвĕсем çине хуравланă, «Çыннăн мĕнле професси» вăйă вылянă.

Калаçу сехетне вĕçлесе Альбина Сайдякова библиотекарь тĕнчере 40 пин ытла професси пулнине, хамăр тавракурăма анлăлăтас тесен ятарлă литературăна вуламаллине, тĕрлĕ шайра вăй хуракан специалистсемпе тĕл пулмаллине палăртнă.  

Чекмагуш районĕ, Юмаш ялĕ.

 

«Профессисем пурте лайăх» калаçу сехечĕ
«Профессисем пурте лайăх» калаçу сехечĕ
«Профессисем пурте лайăх» калаçу сехечĕ
«Профессисем пурте лайăх» калаçу сехечĕ
«Профессисем пурте лайăх» калаçу сехечĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: