- Çакăн пек проектсене пула ача çуртĕнчи воспитанниксен адаптацийĕ çăмăлрах иртĕ. Пĕрлĕхлĕ вăйпа ача çуртĕнчен вĕренсе тухакан выпускниксене хăй тĕллĕн пурăнма хăнăхтарма май пур. Проект çавăн пекех профориентаци аталанăвне те шута илет, - каласа панă ПР суту-илÿ министрĕ Алексей Гусев.
«Пĕчĕк кулинарăн шкулĕ» хальлĕхе Ĕпхÿпе Кумертау хулисенчи ача çурчĕсен 7-18 çулхи ачасемшĕн ĕçлет. Малашне асăннă проекта ытти хуласемпе районсенче те хута ярасшăн. Ачасем мастер-классенче хăйсене хăйсем пăхма, апат хатĕрлеме вĕренеççĕ, повар профессийĕ çинчен пĕлеççĕ. Вĕсем лавккара продуктсем суйласа илме, апаталану валли бюджет уйăрма, апат-çимĕçпе ĕçлеме, кухньăри техникăпа усă курма вĕренеççĕ. Çавăн пекех вĕсене этикет правилисемпе тата сервировкăпа паллаштарĕç.