Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
17 Августӑн 2023, 17:50

Сакăр пин ытла çамрăк ача çуллахи каникул вăхăтне ĕç тупнă

Çулталăк пуçланнăранпа республикăри ĕçпе тивĕçтерекен службăсене 14-18 çулхи 13,7 пин ача ĕç шыраса пынă. Вĕсенчен 13,2 пинне (96,4%)  вăхăтлăх ĕç тупса панă.

Сакăр пин ытла çамрăк ача çуллахи каникул вăхăтне ĕç тупнă
Сакăр пин ытла çамрăк ача çуллахи каникул вăхăтне ĕç тупнă

Ачасем вун тăватă çултан пуçласа вĕренÿрен пушă вăхăтра, çавăн пекех пĕтĕмĕшле шкул пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн ĕçлеме пултараççĕ. Анчах  16 çулччен ашшĕ е амăшĕ тата опека органĕсем ирĕк парсан çеç. Заявление тÿрремĕн опека органĕсене тăратма е Госуслуги портал урлă онлайн мелĕпе яма пулать.

Вун ултă çултан пуçласа РФ Ĕç кодексĕпе килĕшÿллĕн ачасем хăйсем тĕллĕн ĕç килĕшĕвне алă пусма пултараççĕ.

Çул çитмен ачасене ĕçе вырнаçтарнă вăхăтра çак правилăна пăхăнмалла: вĕсем сывлăха сиен кÿрекен тата хăрушă условисенче ĕçлеме пултараймаççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен ачасене ĕçрен ытла (сверхурочно), канмалли тата уяв кунĕсенче, çĕрле ĕçлеттереймест, командировкăсене яраймасть. Асăннă чару мерисем пултарулăхпа тата спортпа çыхăннă çынсене пырса тивмеççĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: