Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
21 Октябрӗн 2023, 17:20

«Ылтăн тапхăр»

Кĕркунне нумайăшĕшĕн çут çанталăкăн чи илемлĕ те юратнă вăхăчĕ шутланать. Поэтсем унăн асамлăхне ытараймасăр çак тапхăра хăйсен сăввисене халалланă, художниксем – ÿкерчĕкĕсене. Ăна мухтаса юрăсем юрлаççĕ, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.

«Ылтăн тапхăр»
«Ылтăн тапхăр»

Октябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи Культура çуртĕнче «Ылтăн тапхăр» уяв программи иртрĕ. Унта тĕлĕнмелле вăхăт çинчен нумай илемлĕ сăмах хускатрĕç. Çавăн пекех Исаак Левитан художникăн кĕр илемне сăнлакан ÿкерчĕкĕсене курса килентĕмĕр, Петр Чайковскин кĕрхи çанталăкăн савăнăçлă та хурлăхлă кăмăлне уçса паракан «Кĕрхи юрă» произведенине итлерĕмĕр.

Пуçтарăннисем тупмалли юмахсен тупсăмĕсене уçса пачĕç, вăйăсем вылярĕç, мĕн авалтан паллă тунă кĕрхи халăх уявĕсене аса илчĕç.

Ирина ВАСИЛЬЕВА.

Пелепей районĕ,

Ярмулай ялĕ.

«Ылтăн тапхăр»
«Ылтăн тапхăр»
«Ылтăн тапхăр»
«Ылтăн тапхăр»
«Ылтăн тапхăр»
«Ылтăн тапхăр»
«Ылтăн тапхăр»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: