Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
1 Ноябрӗн 2023, 09:30

«Чăваш наци колоричĕ» пĕлÿ программи

Тăван ене, тăван культурăна, тăван чĕлхене юратасси пĕчĕкрен – атте-аннене, çемьене, кÿршӗ-арша, ял-йыша, тăван шкула юратнинчен – пуçланать. Çак туйăм майĕпен ÿссе-сарăлса пырса Тăван çĕршыва, унăн историне, каярахпа, пĕтĕм этемлĕхе куçать. Çав туйăма вăратасси – аслисен пысăк тивĕçĕ.

«Чăваш наци колоричĕ» пĕлÿ программи
«Чăваш наци колоричĕ» пĕлÿ программи

Çакна шута илсе Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕсем октябрь уйăхĕн юлашки юрлă-çумăрлă кунĕсенчен пĕринче çамрăк ăру валли «Чăваш наци колоричĕ» пĕлÿ программи йĕркеленĕ. Кунта ачасене чăваш халăхĕн культурипе тата йăли-йĕркисемпе паллашасси кĕтнĕ. Программа тăршшĕпе Татьяна Савельева культорганизатор арçын ачасемпе хĕр ачасене чăваш халăхĕн культурипе кулленхи пурнăçĕ çинчен каласа панă, йăлана кĕнĕ хуçалăхĕпе, тĕнĕпе, наци кухнипе, тумтирĕпе тата йăли-йĕркисемпе паллаштарнă. Хăй каланине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе панă. Çапла майпа мероприятие пухăннисем наци апатне (пÿремеч, йăва, икерчĕ, кукăль) тутанса, наци тумтирĕпе çи-пуçне тăхăнса пăхма пултарнă. Пĕр сăмахпа каласан, палăртнă программа пуян та анлă пулнă.

«Чăваш наци колоричĕ» пĕлÿ программи
«Чăваш наци колоричĕ» пĕлÿ программи
«Чăваш наци колоричĕ» пĕлÿ программи
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: