Асăннă мероприятие Наци ĕçĕсен федераллă агентстви укçа-тенкĕ енчен пулăшу панипе ПР Вĕрентÿ тата наука министерстви, М.Акмулла ячĕллĕ патшалăх педагогика университечĕ, Тутарсен федераллă наципе культура автономийĕ тата Пушкăртстан Республикинчи Тутарсен наципе культура автономийĕ йĕркеленĕ. Конкурсăн тĕллевĕ педагог профессин ят-сумне ÿстересси тата наставник ĕçне тимлĕх уйăрасси, тăван чĕлхесене тата литература пултарулăхне сыхласа хăварма тата вĕсене аталанма пулăшасси пулса тăрать.
Пĕтĕм Раççейри пултарулăх конкурсне 100 ытла студентпа вĕренекен хутшăннă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 3 çĕнтерÿçĕпе 27 лауреата палăртнă. Вĕсене пурне те чыслав церемонине йыхравланă.
Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн 3 курс студенчĕ Константин Петров (ертÿçи – Л.В. Коротаева филологи наукисен кандидачĕ) эссе жанрта 2 степень лауреат Дипломне илме тивĕçнĕ. Эпир Константина черетлĕ çитĕнÿпе саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр. Унăн наставникне пысăк тав сăмахĕ калатпăр.