Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
29 Апрелӗн , 10:05

Кăçал 750 тăлăх ачана пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерĕç

2024 çулта тăлăх ачасене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме федераллă тата регион бюджечĕсенчен 2,6 млрд тенкĕ уйăрĕç. Çак çăмăллăхпа 750 ача усă курма пултарĕ.

Кăçал 750 тăлăх ачана пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерĕç
Кăçал 750 тăлăх ачана пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерĕç

2030 çул тĕлне 5 пине яхăн çынна пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерĕç. Хваттерсене  тăлăх ачасене тара илесси çинчен тунă килĕшÿпе уйăраççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа муниципалитет влаçĕсем 560 млн тенкĕлĕх 225 хваттер туяннă.

Иртнĕ çултан пуçласа республика бюджетĕнчен тăлăх ачасене 3,2 млн тенкĕлĕх çурт-йĕр сертификачĕсем уйăрма пуçланă. Иртнĕ çул çак çăмăллăхпа 80 тăлăх ача усă курнă, кăçал çак вăхăт тĕлне – 31 ача. Кăçалтан пуçласа хваттере çĕршывăн ытти регионĕсенче те туянма юрать.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: