Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
6 Майӑн , 17:40

Пушкăртстан кадечĕсем Мускаври Çĕнтерÿ парачĕн репетицине хутшăннă

Пушкăртстан тата Атăлçи  федераллă округăн ытти регионĕсен кадечĕсем Мускав хулинчи Çĕнтерÿ парачĕн тĕп репетицине хутшăннă. Çакă Игорь Комаров пулăшнипе пурнăçа кĕнĕ.

Пушкăртстан кадечĕсем Мускаври Çĕнтерÿ парачĕн репетицине хутшăннă
Пушкăртстан кадечĕсем Мускаври Çĕнтерÿ парачĕн репетицине хутшăннă

Пилĕк кадет корпусĕн аллă ытла воспитанникĕ çĕршывăн тĕп хулинче «Патриот» Хĕç-пăшаллă вăйсен культура тата кану çарпа патриотизм паркне çитнĕ. Кадетсем 14 çĕршывран илсе килнĕ броня танк  хатĕрĕсен коллекцине (400 яхăн экспонат) курса савăннă. Çавăн пекех ачасем «Партизан ялĕнче», Раççейĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп чиркĕвĕнче пулнă. Унсăр пуçне кадетсем «Россия» выставка-форумăн лапамне, ВДНХари «Космос» павильона, «Космонавтика и авиация» центра çитсе курнă.

Çĕнтерÿ парачĕн репетицийĕ май уйăхĕн 5-мĕшĕнче иртнĕ. Вăл Мускав вăхăчĕпе 10 сехетре пуçланнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 79 çул çитнине халалласа утнă çĕре 9 пин çар çынни тата 70 тĕрлĕ пăшалпа техника хутшăннă. Хĕрлĕ площадь тăрăх Суворов, Нахимов, кадет тата юрă-кĕвĕ училищисен расчечĕсем, çамрăк армеецсем, хĕрарăмсем-çар çыннисем, казаксем, çар оркестрĕ утса тухнă. Репетици «Русские витязи» тата «Стрижи» авиаушкăнсен вĕçевĕпе вĕçленнĕ.

Сăмах май, Ĕпхÿ хулинчи тĕп репетици майăн 4-мĕшĕнче иртнĕ. Унта Ĕпхÿри территори гарнизонĕн çар çыннисем, федераллă ĕç тăвакан органсен Пушкăртстан Республикинчи территори органĕсен представителĕсем, тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕсем, курсантсемпе кадетсем хутшăннă. Пирвайхи хут парадăн репетицинче Наказанине пурнăçлакан федераллă служба управленийĕн Пушкăртстанри уйрăмĕнчи хĕрарăмчен расчечĕ утса тухнă.       

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: