Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
16 Майӑн , 16:00

Библиотека вăл – пĕтĕм çемьешĕн кил

Çемье вăл – çыншăн тĕрев, тыл, никĕс. Тулли çемьере çитĕнекен ачасем телейлĕрех, пурнăçра çирĕпрех пулаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕхĕпе хăйсем те кайран çирĕп çемье çавăраççĕ.

Библиотека вăл – пĕтĕм çемьешĕн кил
Библиотека вăл – пĕтĕм çемьешĕн кил

Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ялĕнчи библиотекăра вăй хуракан Ольга Патраева Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне (ăна май уйăхĕн 15-мĕшĕнче паллă турĕç) халалласа «Библиотека вăл – пĕтĕм çемьешĕн кил» тематика программи ирттернĕ. Пĕчĕк шăпăрлансем унта хаваспах хутшăннă. Вулавăш ĕçченĕ вĕсене уяв историйĕпе паллаштарнă, библиотекăпа музей тăрăх экскурси йĕркеленĕ. Шăпах кунта наци тумĕ тăхăнса çемьепе сăн ÿкерчĕк тума та май пулнă. «Наци мозаики» куравпа паллашнă хыççăн шăпăрлансем пуканене вĕтĕ шăрçапа, вакă укçасемпе илемлетнĕ чăваш тумĕ тăхăнтартнă, юмах вуланă. Унсăр пуçне мероприятие пухăннисем сĕтел çи вăййисене вылянă.

Çапла вулавăшра кăмăл пулсан наци тумĕ тăхăнса пĕтĕм çемьепе канма пулать иккен.     

Библиотека вăл – пĕтĕм çемьешĕн кил
Библиотека вăл – пĕтĕм çемьешĕн кил
Библиотека вăл – пĕтĕм çемьешĕн кил
Библиотека вăл – пĕтĕм çемьешĕн кил
Библиотека вăл – пĕтĕм çемьешĕн кил
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: