Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
23 Майӑн , 11:15

Вăйă урлă вĕренекенсен вулав культурине ÿстереççĕ

Çтерлĕ районĕнчи Наумовка ялĕнчи модельлĕ вулавăшра Пушкин карттипе усă куракан ачасем валли ушкăнпа вылямалли ăс-тăн вăййисене йĕркелесси ырă йăлана кĕнĕ.

Вăйă урлă вĕренекенсен вулав культурине ÿстереççĕ
Вăйă урлă вĕренекенсен вулав культурине ÿстереççĕ

Пушкин картти вăл – çамрăксем хушшинче культура мероприятийĕсене сармалли программа.

Нумаях пулмасть библиотекăн «Çемье тĕпелĕнче» «Литературăри мафи» çивĕч сюжетлă вăйă иртнĕ. Ăна классикăлла мафи евĕр йĕркеленĕ. Çапла майпа пĕр сĕтел хушшинче классикăлла литературăри сăнарсем пухăннă: Шерлок Холмс, Евгений Онегин, Евгений Базаров, Александр Чацкий, Григорий Печорин, Кирилл Троекуров тата Собакевич.

Вăййа хутшăнакан кашни ача литературăри сăнарăн рольне вĕçне çитиччен вылямалла, пĕр-пĕр ĕçе тумалла пулнă. Командăн вара кам-ши вăл мафи пулнине ăнланса илмелле.

Кирилл Троекуровпа унăн çумĕсем обывательсен чунĕсене парăнтарнă, Шерлок Холмс мирлĕ çынсемпе хула çыннисене çăлнă.

Вăйă вăхăтĕнче çивĕч лару-тăру хуçаланнă: шухăшсем пĕр килмен, вылякансем тавлашнă. Çав вăхăтрах пĕрисем шăп ларма кăмăлланă пулсан, теприсем пĕр-пĕр лару-тăрăва пуçаруллă та шавлă сÿтсе явнă. Ăс-тăн вăййи мирлĕ çынсем çĕнтернипе вĕçленнĕ.

Туслă лару-тăру тата вылякансен уçă кăмăлĕ пурне те вăхăта усăллă ирттерме май панă.

 - Библиотекарьсем асăннă вăййа йĕркелесе ирттернипе ачасен пуçĕсенче çирĕпленнĕ йăлана, классикăна вуласси кичем ĕç пулнине, улăштарма пултарнă. Вĕренекенсем шкул программипе килĕшÿллĕн илнĕ пĕлĕве çирĕплетрĕç, вĕсенче классикăлла литературăна вулас туртăм çуралчĕ тесе калама пултаратпăр, - палăртнă Наумовка ялĕнчи вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçлекен Фатима Рахматуллина.    

Вăйă урлă вĕренекенсен вулав культурине ÿстереççĕ
Вăйă урлă вĕренекенсен вулав культурине ÿстереççĕ
Вăйă урлă вĕренекенсен вулав культурине ÿстереççĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: