Кăларăм вăл – тăван кил пекех чуна çывăх пулса тăнă шкул çулчченхи пĕлÿ çурчĕпе сывпуллашса ачалăхран çитĕннĕ пурнăçа ура ярса пусмалли «чикĕ», ача сачĕн стенисем хушшинче юлашки хут ирттернĕ утренник. Ăсату уявĕ пĕр енчен савăнăçлă та вăрах вăхăт кĕтнĕ пулăм, тепĕр енчен – кăштах тунсăхлă. Педагогсем хăйсен воспитанникĕсем пурнăçăн çĕнĕ картлашки çине хăпарнăшăн савăнаççĕ. Çав вăхăтрах тăван ачасем пекех пулса тăнă шăпăрлансемпе сывпуллашма тÿр килнĕшĕн хурланаççĕ. Вĕсем ĕнер çеç ача садне килнĕ пекех туйăнать, çитес вăхăтра вара – пулас пĕрремĕш класс ачисем.
Ачасем сахал пулин те ăсату уявĕ ăшă та туслă лару-тăрура иртрĕ. Шăпăрлансен ашшĕ-амăшĕсем уяв программине хастар хутшăнчĕç. Вĕсем воспитательсен, администраци тата ача садĕнче вăй хуракансен ячĕпе тав сăмахĕсем каларĕç. Çакă, паллах, кирек камшăн та пысăк хак.
Эпир «Мишутка» ача садĕнчен тухса каякан воспитанниксене ăнăçу сунатпăр. Вĕсемпе мăнаçланатпăр, вĕсене юрататпăр. Эсир – чи лайăххисем!
Светлана ГРИГОРЬЕВА, аслă воспитатель.
Шаран районĕ, Хурамал ялĕ.