Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
6 Июнӗн , 16:10

«Асамлă тĕрĕ тĕнчи» мастер-класс иртнĕ

Чăваш тĕрри – чăваш халăхĕн наци мăнаçлăхĕ. Анлă Атăл хĕрринче вырнаçнă хуларан (Шупашкартан) тухнă кукăр-макăр тата геометри йĕрлĕ тĕрĕсене тĕнчипе пĕлеççĕ. 

«Асамлă тĕрĕ тĕнчи» мастер-класс иртнĕ
«Асамлă тĕрĕ тĕнчи» мастер-класс иртнĕ

Чăваш тĕрри – пин-пин çулсен тарăн никĕсĕ пулнине аса илтерес, чăваш тĕррин вăрттăнлăхне уçса парас тĕллевпе Авăркас районĕнчи Треппел ялĕнчи культура çурчĕпе вулавăш ĕçченĕсем «Асамлă тĕрĕ тĕнчи» мастер-класс йĕркеленĕ. Унта ял ачисем, кукашшĕ-кукамăш, аслашшĕ-асламăш патне çуллана канма килнĕ шăпăрлансем хаваспах хутшăннă.

Йĕркелÿçĕсем пухăннисене чăваш наци тĕррин йăлисемпе тата уйрăмлăхĕсемпе паллаштарнă, тăван эрешсен вăрттăнлăхне, символсемпе тĕссен пĕлтерĕшне уçса панă. Çавăн пекех ачасем чăваш наци çи-пуçĕпе – тухьяпа хушпу, мăй çине çакмалли капăрлăхсем – паллашнă.

Тĕрĕ тĕрлессипе çыхăннă мастер-класа Галина Константинова культура ĕçченĕ ертсе пынă. Вăл çамрăк ăрăва йăлана кĕнĕ тĕрĕсен ăслайĕсене (техника) тĕслĕхсем çинче кăтартса панă. Çакăн хыççăн пухăннисем хăйсем те пултарулăх ĕçне пурнăçласа пăхнă – наци стилĕпе килĕшÿллĕн салфетка тĕрленĕ. Ал ĕçĕнчен канас тĕллевпе «Асамлă тĕрĕ тĕнчи» кĕнеке куравĕпе паллашнă, чăваш тумĕпе тĕррине уçса паракан пĕлÿ çăлкуçĕсене алла тытса вуланă.      

«Асамлă тĕрĕ тĕнчи» мастер-класс иртнĕ
«Асамлă тĕрĕ тĕнчи» мастер-класс иртнĕ
«Асамлă тĕрĕ тĕнчи» мастер-класс иртнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: