Асăннă мероприятие Пушкăртстанран Çтерлĕ хулинчи чăваш наципе культура автономийĕн хастарĕ, Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн студенчĕ Констнтин Петров хутшăннă. Вăл пухăннисен умĕнче «Çтерлĕ хулинчи чăваш çамрăкĕсен ĕç опычĕ» докладпа тухса калаçнă, çавра сĕтеле хутшăнакансене кашнинех пушкăрт кучченеçĕ парса савăнтарнă. Çавăн пекех Константин Санкт Петербургри ЧНКА ертÿçине Валериан Гаврилова Çтерлĕри чăваш наципе культура автономийĕ ятĕнчен чăвашлăх ĕçне çамрăксене тивĕçлĕ явăçтарнăшăн тата регионсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетнĕшĕн Тав çырăвĕ парса чысланă.
Çамрăксен форумне çавăн пекех Санкт Петербургри тĕрлĕ халăх çамрăкĕсемпе пĕрле Тутарстан, Чăваш республикисенчен тата Самар облаçĕнчен килнĕ чăваш хастарĕсем хутшăннă. Çавра сĕтел хыççăн унти яш-кĕрĕм Акатуй уявне (шăпах çав кун иртнĕ) çитсе канма пултарнă. Кунта та пирĕн Константин тĕп сцена çине тухса юрă шăрантарнă, пухăннă халăха савăнăç парнеленĕ.
Юрий СНЕГОПАД.