Пур хыпар та
Çамрăк ăру
31 Октябрӗн 2024, 15:30

Ĕпхÿри икĕ шкул ачи «Умнее всех» телешоуна хутшăннă

«Пятница» каналпа кăтартакан «Умнее всех» ăс-тăн вăййин виççĕмĕш сезонĕн пиллĕкмĕш кăларăмне Ĕпхÿре пурăнакан 15 çулхи Галия Авальбаева тата 14 çулхи Искандер Аминев хутшăннă.

Ĕпхÿри икĕ шкул ачи «Умнее всех» телешоуна хутшăннă
Ĕпхÿри икĕ шкул ачи «Умнее всех» телешоуна хутшăннă

«Умнее всех» телешоура 10-15 çулхи ачасем вăй виçеççĕ. Вĕсем тăватă раундран тăракан ăс-тăн чăрмавне парăнтарса балсем çĕнсе илеççĕ. Вăйă вĕçĕнче балсем чăн укçана çаврăнаççĕ. Çапла майпа çĕнтерÿçĕ укçа-тенкĕ парни çĕнсе илет те суперфинала хутшăнать. Çав шутра - тĕрлĕ программăсене, геополитикăна, шахмат вăййине, менталлă арифметикăна, серпентологие тата ыттине те лайăх пĕлекен ачасем. Проекта Тина Канделаки ертсе пырать.

«Пятница» каналăн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Галия биологипе экологие кăмăллать, вăл çут çанталăк ăслăлăхĕсен шайĕнче специалист пулма ĕмĕтленет. Искандер – çирĕммĕш ĕмĕре лайăх пĕлекен, 2020 çулта чи лайăх вĕренекен ята тивĕçнĕ каччă.

Ĕпхÿри икĕ шкул ачи «Умнее всех» телешоуна хутшăннă
Ĕпхÿри икĕ шкул ачи «Умнее всех» телешоуна хутшăннă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: